icon_gotop
18+
autorisation
Войти | Регистрация
Чувашское время
07:17
Суббота, 6 Сентября
Рекламный баннер 990x90px top

Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

12:51 31.08.2025 16+
Хисеплĕ вĕрентекенсем, шкул çулне çитмен ача-пăча учрежденийĕсенче ĕçлекенсем, педагогика ĕçĕн ветеранĕсем, вĕренекенсемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕсем!

Сире пурне те çывхарса килекен çĕнĕ вĕренÿ çулĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр.

Сентябрĕн 1-мĕшĕ - кашни çыншăн чуна çывăх, кĕтнĕ уяв. Ачалăх, шкулта вĕреннĕ çулсем ĕмĕрлĕх асра юлаççĕ. Кăçал вара Муркаш тăрăхĕнче пурĕ 2818 ача парта хушшине ларать. Вĕсенчен 203-шĕ вара шкул алăкне пĕрремĕш хут уçать.

Эсир вĕренекенсене тарăн пĕлÿ панипе пĕрлех вĕсем чăн-чăн çын пулса ÿсчĕр, хăйсен пурнăç çулне тĕрĕс суйласа илччĕр тесе тăрăшатăр.

Хамăр округра вара ачасем анлă тавракурăмлă пулччăр, тивĕçлĕ воспитани илччĕр тесе нумай ĕç туса ирттеретпĕр. Вырăнти бюджетăн ытларах пайĕ шăпах вĕрентÿ системине аталантарма каять.

Сире пурне те тăрăшуллă ĕçшĕн, ачасене юратнăшăн, вĕсене пурнăçра хăйсен вырăнне тупма пулăшнăшăн чĕререн тав тăватпăр. Пурне те çирĕп сывлăх, телейлĕ вăрăм кунçул сунатпăр. Çĕнĕ вĕренÿ çулĕнче сирĕн пурин те çĕнĕ ÿсĕмсем ытларах пулччăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.



Депутатсен Муркаш муниципаллă

округ Пухăвĕн председателĕ А.В.Иванов.
634

Оставить сообщение: