«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов:
19:25 19.12.2025 16+
«Çĕнтерÿ ялавĕ» хаçатăн тĕп редакторĕ Анатолий Тихонов:
"Раççей Федерацийĕн Президенчĕ Владимир Путин паянхи тÿрĕ линире халăхсен пĕрлĕхне çирĕплетесси, вĕсен культурипе чĕлхине малалла аталантарасси пирки каланине ырлатăп.
"Пирĕн регионта 128 халăх тата наци çынни пурăнать, ку пирĕн пуянлăхпа вăй-хăват пулса тăрать, – терĕ Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев.
Пирĕн республика – тăнăç регион, шăпах пĕр-пĕринпе килĕштерсе пурăнни пире малалла аталанма, ÿсĕм çулĕпе утма май парать.
Çитес 2026 çула çĕршывра Раççей халăхĕсен пĕрлĕхĕн çулталăкĕ тата республикăра Халăхсен туслăхĕн çулталăкĕ тесе йышăнни – питĕ тĕрĕс утăм. Нумай нациллĕ çĕршывра пирĕн халăхсен туслăхĕпе пĕрлĕхне упрамалла, малалла аталантармалла.
#ПрямаяЛинияПутина2025_Чувашия
Оставить сообщение: