icon_gotop
18+
autorisation
Войти | Регистрация
Рекламный баннер 990x90px top

Хисеплĕ Муркаш Ен çыннисем!

14:32 01.05.2025 16+
Хисеплĕ Муркаш Ен çыннисем!

Сире пурне те Çуркуннепе Ĕç уявĕ ячĕпе ăшшăн саламлатпăр.

Мир, ĕç, туслăхпа пĕрлĕх пирĕн пурнăçра тĕп вырăнта тăраççĕ. Муркаш тăрăхĕнче ĕçлеме пултаракан, малашлăхшăн çунса тăракан маттур та ĕçчен çынсем пурăнаççĕ. Çавăнпах ĕнтĕ эпир яланах республикăра ырă ятлисен шутĕнче пулнă. Паян та эпир пурте пĕрле çитĕнÿ çулĕпех утатпăр. Муркаш тăрăхĕнчи кашни çын тăван Муркаш Ен, республика, аслă та мăнаçлă çĕршывăмăр малашне тата та вăйлансах, пуянлансах пытăр тесе тăрăшса ĕçлет. Тавах сире çакăншăн.

Пурне те сире çирĕп сывлăх сунатпăр. Ĕçĕрсем яланах ăнса пыччăр. Ĕмĕтĕрсем çитсе пыччăр. Çемйĕрсенче яланах тулăх пурнăç, юратупа килĕшÿ пултăр.

Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.



Депутатсен Муркаш муниципаллă

округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов.
519

Оставить сообщение: