Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!
18:19 07.05.2025 16+
Аслă Отечественнăй вăрçă ветеранĕсем, салтак арăмĕсем, тыл ĕçченĕсем, вăрçă ачисем, ентешĕмĕрсем!
Сире пурне те Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче Аслă Çĕнтерÿ тунăранпа 80 çул çитнĕ ятпа чун-чĕререн саламлатпăр.
Çĕнтерÿ кунĕ - пуриншĕн те уяв. Çак кун эпир пире мирлĕ те телейлĕ пурнăç парнеленĕ салтаксене, кунне-çĕрне пăхмасăр тылра ырми-канми вăй хунă ĕçченсене чĕререн тав тăватпăр.
Аслă Çĕнтерĕве çывхартас тесе Муркаш районĕн çыннисем те тăшмана хирĕç паттăррăн çапăçнă. Вăрçă хирне пĕтĕмпе пирĕн районтан 9845 çын тухса кайнă. Вĕсенчен çурри ытла тăван яла таврăнайман, 5491шĕ мирлĕ пурнăçшăн пуçĕсене хунă.
Шел пулин те, çулсем иртнĕçемĕн Çĕнтерÿпе таврăннă салтаксен йышĕ те сахаллансах пычĕ. Паян пирĕн округра 1вăрçă ветеранĕ çеç юлчĕ. Вăрçăра çапăçнă салтаксен мăшăрĕсем 16-ăн тата 115 тыл ĕçченĕ пурăнать. Патшалăх паян вĕсемпе пĕрлех вăрçă вăхăтĕнче аслисемпе тан ĕçленĕ «вăрçă ачисене» пысăк тимлĕх уйăрать.
Хамăрăн ентешсен паттăрлăхне эпир яланах асра тытатпăр. Ачасене вĕсен ырă тĕслĕхне тĕпе хурса воспитани парса ÿстермелле пирĕн. Муркашсен маттур ывăлĕсем паян çĕр çинчи мире сыхласа хăварас тесе çĕнĕрен пуçне çĕкленĕ нацизмпа кĕрешеççĕ.
Хаклă çыннăмăрсем! Паян эпир сирĕн ĕçе малалла тăсатпăр. Тăван Муркаш Ен малалла та çирĕппĕн аталантăр тесе хамăртан килнине йăлтах тăватпăр.
Сывлăхăр çирĕп, кунçулăр вăрăм, ватлăхăр канлĕ пултăр. Ачăрсемпе, мăнукăрсемпе, çывăх çыннăрсемпе тата нумай-нумай çул савăнса пурăнмалла пултăр.
Муркаш муниципаллă округ пуçлăхĕ А.Н. Матросов.
Депутатсен Муркаш муниципаллă
округ Пухăвĕн председателĕ А.В. Иванов
Оставить сообщение: